| Пирӗн пиччи авланать, Ни ял ятне каламасть, Ни хӗр ятне каламасть, — Ялӗ сала пуль тесе Хӗрӗ майра пуль тесе Чут вырӑсла килмерӗм... |
| (Туй юрри) |
Нумаях пулмасть
Чӗмпӗр енне,
Тимӗрҫен тӑрӑхне кайса килтӗм. Чӑваш ҫӗрне-шывне пӗрре ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра ҫити, тепре кӑнтӑртан пуҫласа ҫурҫӗре ҫити урлӑ каҫрӑм. Тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм вара!.. Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗнче пӗр чӑваш ялӗ те юлман пуулас... Епле пулсан та, ниҫта та ял ятне чӑвашла ҫырса хунине курмарӑм. Турра шӗкӗр темелле-и, Аллаха шӗкӗр темелле-и — икӗ тутар ялӗ юлнӑ. Пӗри — Ӑзӑн Кӑвак (чӑвашла Ыхраҫырми, вырӑсла Долгий остров), тепри — Шӑнкӑртам. Тӗлӗнсе пӑхса иртсе кайрӑм, тутарсем хӑйсен ялӗсене шутсӑр хытӑ юратаҫҫӗ курӑнать. Кашни тутар ялӗ тӗлӗнчех мӑн ҫул хӗррине палӑк туса лартнӑ, ял ятне илемлӗ кукӑртса тутарла ҫырса хунӑ. Хӑма татки ҫине мар, чӑн-чӑн чул палӑк ҫине! Палӑкӗ тӑррине ылтӑнлатнӑ ҫурла уйӑх хӑпартса лартнӑ. Йӑлтӑр та ялтӑр кӑна ҫиҫсе ларать...
Тӳрех Типнере кайса курнисем аса килчӗҫ те — пит пӗҫерсе кайрӗ.
Типнер ялӗ вӗҫӗнче тӗнче пысӑкӑш ученӑйӑмӑра асӑнса чике тӑршшӗ чул юпа лартнӑ. Юпи ҫине ҫапла ҫырса хунӑ, «Никите Яковлевичу Бичурину пархатарлӑ чӑваш халӑхӗнчен». Ӗненмесен хӑвӑр кайса вулӑр. Чул ҫине картса хунӑ... Тавралла хыт-хура кашласа ларать... Ҫавна кӑтартма Н.Я. Бичурин юбилейне пухӑннӑ хӑнасене пуҫтарса пынӑ. Китай хӑнисем те пурччӗ...
Ҫапла сума сӑвӑпӑр эпир чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ сӑваплӑ ҫӑннӑмӑрсене... Намӑс, хуть те ҫӗр тӗпне анса кай...
Кукеҫрен культура пайӗн пуҫлӑхӗ те пынӑччӗ. Сӑмах ҫапрӗ, мухтанчӗ...
«Сирӗн ҫава туптама пӗлекен юлман-и-мӗн.» — тесе ыйтса пӑхрӑм... Ҫук, ӑнланмарӗ, туймарӗ... Хӑнк та тумарӗ...
Уйрӑмлӑхне туйрӑр пуль. Урӑх шарламӑп.
Тутар ялӗсен тӗлӗнче чул палӑк...
Чӑваш ялӗсен тӗлӗнче вара чӑвашла ҫырнӑ пӗр чалӑш хӑма татки тупӑсин!.. Автобус тӑхтамӑшӗсем ҫине те ял ячӗсене йӗркерен вырӑсла кӑна ҫырса тухнӑ. Ҫырма-ҫатра ячӗсем пирки шарламӑп та... Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ чӑвашла калаҫма пӑрахнӑ курӑнать... Чӑваш халь ҫӳреме те Ҫӗрпӗве, Каҫала, Патӑрьелне, Шӑмӑршӑна ҫӳремест, «Чивильскине», «Камссамольскине», «Паттӑрӑвӑна», «Шемуршшана» ҫӳрет.
Ҫамрӑкраххисем ашшӗ ялӗн чӑвашла ятне те манса пыраҫҫӗ. Халӑхра кун пирки халап та ҫӳрет. «Эсӗ хӑш ялсем-ха.» — тесен, хамӑр ачасемех, те вӑтанса, те тарӑхса-кулса, «Каламанкассисем», «Хуҫманҫӑпатапуҫсем», «Ҫитментурта-пуҫсем!» — тесе хураҫҫӗ...
Тур ҫырлахтӑрах! Эпир — чӑвашсем — хамӑр ҫӗр ҫинчех, хамӑр патшалӑхпа пурӑннӑ хушӑрах, хамӑра хамӑр «ҫитмен турта пуҫсем», «хуҫман ҫӑпата пуҫсем», «каламанкассисем», тӗрӗсрех каласан — манкуртсем — пулма хӑнӑхтарса ҫитертӗмӗр пулас. Халь пирӗн ҫамрӑксем чӑвашла вӗренесшӗн те мар, калаҫасшӑн та мар. Нумайӑшӗ (пуртех темӗп те) чӑвашла яка, таса, ҫаврӑнӑҫуллӑ калаҫма та пултараймастпӑр. Хам ҫамрӑк чухне ватӑрах ҫынсем чӑвашла ытармалла мар хитре — «илемлӗ кукӑртса, яка ҫавӑрса» — калаҫнине аса илетӗп те — чӗре ҫӑвӗ ирӗлсе каять. Паян ялта пурӑнакан чӑваш та «вырӑсла хурса, чӑвашла ҫӑрса» калаҫнине илтсен вара — чӗре ҫурӑлса каять, выртса йӗрес килет. Хунавранах хӑрма тытӑнтӑмӑр пулмалла...
Ӗлӗкхипе хальхине шайлаштарма пуҫласан, пӗлтӗр Чӑваш Утарне кайса курни асӑма килсе кӗчӗ. Манӑн унта аякри тӑвансем — «хурӑн тӑрринчи хурӑнташӑмсем» — пурӑнаҫҫӗ. Кӑпӑрьян куккапа Ялампи инке тахҫантанпах хӑнана чӗнетчӗҫ те, ӗҫрен хӑпса каяймарӑм та каяймарӑм... Пӗлтӗр кукка хытӑ вӑрҫсах ҫырса ячӗ, «Ватӑлтӑмӑр, карчӑкпа тухса ҫӳрейместпӗр. Вилсе каиччен килсе кур, кӑмӑлӑмӑрсене ан хӑвар!» — тет. Ватӑ ҫын кӑмӑлне ӑҫтан хӑварас. Вӑхӑт вӑрласах
Атӑл урлӑ каҫса килтӗм вара.
Нумай калаҫса лартӑмӑр ӗлӗкхисене аса илсе. Ваттисен каласа кӑтартмалли те, ыйтса пӗлмелли те темӗн чухлех. Кӑпӑрьян кукка ял кӑтартса ҫаврӑнчӗ, ял варринче такҫан чавсавай пулнӑ вырӑна илсе кайрӗ. «Ӗлӗк пирӗн Утара патша та килсе курнӑ, эсӗ килсе курасшӑн мар... Патша килнӗ ятпа ҫак тӗле чавсавай туса лартнӑ пулнӑ», — каласа парать ман экскурсоводӑм. Чӑваш Утарӗ вӑл халь Мари Республикин Звенигово (пирӗн енче ӑна Сатун теҫҫӗ) районне кӗрет.
Шупашкартан пӗр 60 ҫухрӑмра,
Куславккаран 15 ҫухрӑмсем пулать пуль. Утар ялӗ вӑрманлӑ-ҫаранлӑ илемлӗ вырӑнта ларать. Куславкка тарашӗнчи чӑвашсем унта сӗм авалтан ҫарансем тытнӑ, ҫулла Элнет йӑлӑмне утӑ ҫулма каҫнӑ. Ҫулнӑ уттине капана хывса хӑварнӑ та, хӗл ларсан Атӑл урлӑ пӑр ҫийӗн каҫарнӑ.
Утар ялӗн кун-ҫулне аванах пӗлетӗп пек шутлаттӑм, анчах та унта патша пулса курни ҫинчен илтмен. Кӑпӑрьян куккана тӗпчеме пуҫларӑм, анчах вӑл та уҫҫи-хуппине тупсах параймарӗ, «Ваттисем каланине кӑшт ҫеҫ астукалатӑп ҫав. Те Микулай патша пулнӑ ӗнтӗ у, те Элӗксантӑр патша. Такҫанах пулнӑ та у, халь пӗлекенех те ҫук», — терӗ ҫеҫ.
Тепӗр кунне киле килме пуҫтарӑнатӑп та — Ялампи инке кучченеҫсем ҫыхма пуҫларӗ... Вӑйпах типӗтнӗ кӑмпа, тӗрлӗ пулӑ тултарать ман хутаҫа... Тухса килес умӗн Ялампи инке мана йӑлт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ — вӑчӑраллӑ хӗреслӗ тенкӗ тыттарчӗ, «Патша тенки ку. Ват асаннерен юлнӑ... Ӗлӗк пирӗн яла патша кӗрсе тухнӑ тет те — ҫав парса хӑварнӑ тет. Асанне «патша тенки» тесе кӑтартатчӗ уна. Ипир (утарсем куславккасем пекех «ипир», «пик», «ҫиҫ» теҫҫӗ) ватӑлтӑмӑр ӗнтӗ. Сана парса ярас пуль тетӗп... Пил сана! Ку укҫана ан ҫӗтер, лайӑх сыхла. Асанне, «Патша укҫи ҫумне укҫа ҫыпӑҫсах тӑрать», — тетчӗ. Укҫа хушшине хур та усра. Пирӗн пуясси пулмарӗ ӗнтӗ. Тен, эс пуйса кайӑн ак», — тесе вӗрентсе ячӗ...
Патша парнине илме аван та мар та... Мӗн тӑвӑн, вӑйпах мӑйран ҫакса ячӗ те...
Канӑҫӑма ҫухатрӗ вӗт ҫав «патша тенки». Чӑнах кӗрсе тухнӑ-ши вара ҫав Чӑваш Утарне патша е ахаль халап кӑна-ши ку. Чӑнах пулсан — хӑш патша. Мӗншӗн халиччен те илтмен ун ҫинчен... Шырама тытӑнтӑм хайхи ҫак «патша тенкин» уҫҫи-хуппине.
Халап — халапах ӗнтӗ вӑл — унта чӑнни те, вӑлтни те пӗрлех.
Хусанта шыраса тупрӑм-тупрӑмах ҫак «патша тенки» йӗрӗсене. Чӑваш ҫӗрӗ-шывӗ урлӑ патша таврашӗ чылай иртнӗ. Хаяр Иван ӗмпӳ те, Петӗр патша та, Кӗтерне патша та, Павӑл патша та... Анчах вӗсем пӗри те Чӑваш Утарне кӗрсе тухман. Архив материалӗсенчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ, Чӑваш Утарӗнче 1861 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Николай Алексеевич патша ывӑлӗ пулнӑ. Вӑл тӗпкӗч (наследник) пулнӑ, анчах патшара ларман.
Маншӑн чи кӑсӑкки — вӑл патшара ларни-ларманни мар-ха, Чӑваш Утар ялӗнче патша ывӑлне мӗнле кӗтсе илни пулчӗ. Николай Александрович ыйтнипе чӑваш ачисене ял варрине, чавсавай патне пуҫтарнӑ пулнӑ иккен. Чавсавайне, Кӑпӑрьян кукка каланӑ пек, «патша килнӗ ятпа» мар, унччен нумай маларах, 1855 ҫултах туса лартнӑ пулнӑ. Николай Александрович ыйтнипе Утар ҫамрӑкӗсем патша ывӑлне вӑйӑ туса, юрласа-ташласа кӑтартнӑ, ял ҫыннисем пысӑк хӑнана чӑваш ӗҫми-ҫимипе сӑйланӑ. Унтан тата Николай Александрович чӑваш ачисенчен Утар ялӗ ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама ыйтнӑ. «Патшаран» хӑраса ӳкмен ачасем, хӑйсен ялӗ пирки мӗн пӗлнине тӗппипех каласа панӑ.
Мана ҫакӑ тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, 150 ҫула яхӑн ӗлӗкрех, шкула ҫӳремен, хутла пӗлмен чӑваш ачисем хӑйсен йӑхӗ-тӗпӗсен кун-ҫулне сахалтан та пӗр 500 ҫул таран пӗлсе тӑнӑ! Телее, Чӑваш Утар ачисем Николай Александровича каласа панӑ истори хут ҫине ӳкерӗнсе юлнӑ. Чӑваш Утарӗн аваллӑхӗ кӗскен ҫапларах курӑнса тӑрать.
Ӗлӗк-авал чӑвашсем
Шурӑ Атӑл леш енче,
Пӳлер ҫӗр-шывӗнче пурӑннӑ. Вӑйлӑ ҫуй килсен унтан вӗсем Хусан хыҫне куҫса кайнӑ,
Хусан хыҫӗнчен —
Элнет шывӗ тӑрӑхне куҫса килнӗ те Кӑркан Кӑрӑк ятлӑ хула туса лартнӑ. Вӗсен пӗр пысӑк «ылтӑн мӑйракаллӑ, кӗмӗл чӗрнеллӗ» вӑкӑр пулнӑ, халӑх ҫав вӑкӑр ӑҫта каять, ҫавӑнта куҫа-куҫа пынӑ. Пӗррехинче ҫав вӑкӑр Кӑркан Кӑрӑк карманӗнчен тухса каять, ӑна чӑвашсем
Элнет йӑлӑмӗнче,
Атӑл хӗрринче тӗл пулаҫҫӗ. Тӑрсан-тӑрсан ҫак вӑкӑр Атӑл урлӑ ту енне ишсе каҫать те вӑрмана кӗрсе ҫухалать. Чӑвашсем ӑна Энӗш шывӗ хӗрринче шыраса тупаҫҫӗ те кунта тӗпленсе пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Пурӑна киле
Пысӑк Энӗшпе Кӑканар шывӗсем тӑрӑх
Чӑнкасси,
Хурамасӳ,
Калуккаси,
Эплес,
Эпеҫ,
Кутемер,
Чӗнер,
Акчура (Айдарово),
Шӗнерпуҫ (Бичурино),
Аслӑ Кӑршка,
Вӑрман Кӑршка,
Энӗш Кӑршка,
Чураш ялӗсем хунаса каяҫҫӗ. Вӗсем ҫӗрпе пӗрле, пысӑк йышпа пӗр община пулса усӑ курнӑ. Ҫак ялсен ҫӗрӗсем Атӑл леш енче, Элнет тӑрӑхӗнче те, хальхи Утар ялӗ таврашӗнче те пулнӑ.
Чӑваш Утарӗ (Счастливый Путь) 1844 ҫулта кӑна пуҫланса кайнӑ. Ку ҫул община (чӑвашсем ҫӗр общинине «акапӗр» тенӗ) ҫӗрӗсене виҫсе салатнӑ. Шӑпа янӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗр хуҫалӑхсене Атӑл йӑлӑмӗнчи ят ҫӗрӗсем тухнӑ. Вара вӗсен ирӗксӗрех хӑйсен ҫӗрӗсем ҫине куҫса ларма тивнӗ. Йӑлӑма куҫса ларакансене тӗпре юлакансем тата вӑл вӑхӑтри округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ (помощник окружного начальника) П.И. Орлов ырӑ, телейлӗ ҫул пиллесе янӑ ,ҫавӑнпа Чӑваш Утарне вырӑсла «Счастливый Путь» ят панӑ пулнӑ. Ял варринчи чавсавая шӑпах ҫак П.И. Орлов тутарнӑ... Асӑннӑ ялсен историйӗ пирки тӗплӗнрех В.Д. Димитриевӑн «Чувашские исторические предания» (Ш., 1993, 30—31 стр.) кӗнекинче тата манӑн «Ҫичӗ енче ҫичӗ Эйпеҫ» статьяра («Халӑх шкулӗ», 1999, / 1, 2) вуласа пӗлме пулать.
Хутла пӗлмен чӑваш ачисем хӑйсен историне, культурине, юрри-ташшине чаплӑ пӗлни Николай Александровича тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Патша ывӑлӗ Утар ачисене пысӑк парнесем панӑ, хӗр-упраҫсене капӑрӗсем ҫинчи кӗмӗлсене курса, кашнинех кӗмӗл тенкӗсем салатса панӑ. Ак ӑҫтан пуҫланса каять иккен Ялампи инкен «патша укҫи» кун-ҫулӗ. Ахаль тенкӗ кӑна мар, пӗлӳшӗн панӑ кӗмӗл медаль те иккен вӑл...
«Патша тенкипеле» маташса пынӑ май автобусӑмӑр Апаш тӑвайккине ҫитнине сисмен те... Тӑвайккинчен хӑпарсанах «Тренкасси мыскари» пил ҫине килчӗ. Астӑватӑр пуль-ха, Раҫҫей Президенчӗ В.В. Путин
Тренкасси шкулӗнче вӗренекенсенчен, «Сирӗн ял ячӗ мӗне пӗлтерет.» — тесе ытрӗ. Пӗр шӗвӗрӗ хуравларӗ-ха, анчах тӗрӗсех калаймарӗ. Куллен чӗлхе вӗҫӗнче тӑракан «касси» сӑмах такӑнтарчӗ ӑна. Хамӑр Перзидентӑн юсама тиврӗ...
Каҫарӑпӑр ӗнтӗ шкул ачине, икӗ Президент умӗнче ача кӑна мар, академик та такӑнӗ. Лашан ури тӑваттӑ, тӑваттӑ пулсан та такӑнать тенӗ. Икӗ Президент вӑл, мӗн калӑр та, пӗр патша ывӑлӗ кӑна мар...
Ҫапах та пӗр япала канӑҫ памасть-ха мана. Николай Александрович та хӑй вӑхӑтӗнче Утар ачисенчен, «Отары тени мӗне пӗлтерет.» — тесе ыйтнӑ пулнӑ. Шутласа пӑхар-ха, хальхи ӑспа тупсӑмне тупайӑпӑр-и эпир... Темӗн ҫав... Ҫӗртен пӗри пӗлсен те тем пекчӗ те... Ҫук ҫав, пыл хурчӗ тытакан вырӑн мар!..
Чӑваш Утар ачисем тӗп-тӗрӗс хуравланӑ, «Утӑ тумалли вырӑн, кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑн», — тенӗ. Чӑнах та, утар тени утӑ сӑмахран пулса кайнӑ. Тӗрӗк халӑхӗсем халь те кӗтӳ ҫӳретмелли курӑк вӑйлӑ ӳсекен вырӑна отар теҫҫӗ. Выльӑх кӗтсе пурӑнакан халӑхсем утарсене усравра тытаҫҫӗ, ҫамрӑк путек-пӑрансем уралансан кӑна кӗтӗвӗсене утара кӗртеҫҫӗ. Сӑмах еккипе кайсан, вырӑс чӗлхинчи отара — «сурӑх кӗтӗвӗ» сӑмах та пирӗн утар сӑмахпа хурӑнташлӑ, вырӑссем ӑна тӗрӗк чӗлхинчен илнӗ. Эпир халь вӗлле хурчӗ тытмалли вырӑна утар тетпӗр, 150 ҫул каялла кӑна ҫак сӑмах утӑ тумалли вырӑна пӗлтернӗ.
Утар ялӗ никӗсленнӗ вырӑна Энӗшпе Кӑканар тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем ӗлӗкрен утӑ тума ҫӳренӗ, ҫулла, сулӑсем туса, кӗтӗвӗсене те йӑлӑма каҫарнӑ. Пӗр вӑтӑр-вӗрӗх ҫул каялла ватӑрах ҫынсем Йӑлӑма утӑ ҫулма каҫнисем ҫинчен, унта вӑйӑсем туни ҫинчен, ҫармӑс хӗрӗсемпе-каччисемпе ташланисем ҫинчен кала-кала панисене юмах итленӗ пек тӑнласа лараттӑмӑр. Нумаях та мар, 1924 ҫулта кӑна Мари Республикине касӑлса юлчӗҫ Йӑлӑмри, Элнет тӑрӑхӗнчи пирӗн улӑх-ҫарансем. Унччен миҫе ӗмӗр пирӗн утарсаем пулса пурӑннӑ вӑсем — пӗр Турӑ ҫеҫ пӗлет. Утарта утӑ тума пӑрахрӑмӑр та — сӑмахне те манма пуҫларӑмӑр. Каска вӗллесем, унтан арча вӗллесем пулса кайсан кӑна утарсем пыл хурчӗ тытмалли вырӑнсем пулса юлчӗҫ.
Сӑмах пӗлтерӗшӗ вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнать ҫав. Ачасен пӗлӳ шайӗ те... Анчах каялла, юхӑм шыв пек анаталла кайса пырать... Хут пӗлмен ачасем 150 ҫул каялла паянхи шкул ачисенчен лайӑхрах пӗлнӗн туйӑнать. Ачасенчен кӑна-и. Тепӗр-тепӗр хальхи кандидатран та ирттернӗ вӗсем.
Таврӑнар-ха ҫав «касси» сӑмах патнех. Чӗлхеҫӗ ӑна «касӑ сӑмахӑн виҫҫӗмӗш сӑпатри камӑнлӑх форми» тесе ӑнлантарнӑ пулӗччӗ. Е тата «касӑ сӑмахӑн камӑнлӑх категорийӗн виҫҫӗмӗш сӑпачӗн -и аффиксне йышӑннӑ форми» тени те тӗрӗсех. Анчах ял ячӗсенече ҫине-ҫинех тӗл пулакан касӑ сӑмах хӑй мӗне пӗлтерет-ши. Кӑна вара шкул ачисем кӑна мар, чӑваш чӗлхи вӗрентекен учительсемпе доцент-профессорсем те пур чухне те тӗрӗс ӑнлантарса параймаҫҫӗ. Акӑ сӑмахран,
В.Г. Егоров хӑйӗн этимологи словарӗнче кас, касӑ сӑмаха вырӑсла «выселок», «отколоток», «часть деревни», «улица» тесе ӑнлантарать, ҫав вӑхӑтрах кас(ӑ) «небольшой отрезок времени» (танл. кас-кас ҫил вӗрет) тенине пачах уйрӑм пӑхать.
Вӑрманкас,
Пилешкасси,
Паланкасси йышши ял ячӗсене вӑл «деревни, появившиеся в результате вырубки на определенном пространстве дубовой, рябиновой или калиновой рощи» тесе ӑнлантарать.
В.Г. Егоров шучӗпе, касӑ сӑмахӑн малтанхи пӗлтерӗшӗ «часть пространства, расчищенная от леса путем вырубки деревьев и выкорчевывания пней» пулнӑ имӗш. Сӑмаха ҫапла тӗрлӗ майлӑ ӑнлантарма пӑхни, паллах, шухӑша пӑтратать. Курссене пилекен чӑваш чӗлхи учителӗсем яланах ҫав касӑ, касси сӑмахсене ӑнлантарса пама ыйтаҫҫӗ.
Чӑннипе кунта ним кӑткӑсси те ҫук. Кирек ӑҫта та кас, касӑ сӑмах «пӗр-пӗр япалан пӗчӗкрех пайӗ» тенине кӑна пӗлтерет. Сӑмахӗ ку кас- «резать» глагол ҫумне ят сӑмах тӑвакан -ӑ аффикс хушӑннипе пулнӑ. Урӑхла ӑна «касӑк», «татӑк», «пай» тесе ӑнлантарма пулать. Ялӑн касси вӑл – ялӑн «пайӗ», «касӑкӗ», «татӑкӗ» е – тӗп ялтан касӑлса-уйрӑлса тепӗр вырӑна куҫса ларнӑ пайӗ. Чӑвашла касӑ сӑмаха вырӑсла отруб (рубить глаголтан) – акапӗртен (общинӑран) уйрӑлса тухнӑ пайӑр хуҫалӑха касса панӑ ҫӗр тата ҫав ҫӗр ҫине тухса ларнӑ хуҫалӑх – лайӑх тӳр килет. Чӑвашла касӑ тенине вырӑсла «околоток» (колоть глаголтан), «выселок», «починок» тесе куҫарма та пулать. Ҫакна та асра тытмалла, касси форма касӑ камӑн е мӗнӗн пулнине кӑтартать, ун умӗн ялан тенӗ пекех ҫын ячӗ тӑрать. Ҫӳлерех илсе кӑтартнӑ
Вӑрманкасси,
Паланкасси,
Пилешкасси йышши ял ячӗсенчи Вӑрман, Палан, Пилеш сӑмахсем – пурте авалхи ҫын ячӗсем (вӗсенчен пулнӑ Урманов, Урмандеев, Баланов, Баландаев, Беляшов йышши хушаматсене аса илӗр). Ҫапла вара, Трен-касси тени ҫак касса Трен (Терен, Теренкке, Терентий) ятлӑ ҫын пуҫласа янине тата вӑл акапӗрти (общинӑри) ватӑрах ялтан ҫак вырӑна касӑлса-уйрӑлса тухса ларнине пӗлтерет. Халӑхра ҫӳрекен аваллӑх халапӗсен ҫакна аван ҫирӗплетеҫҫӗ.
Тренкасси ялне Хыркасси ялӗ ҫывӑхӗнчи Кивҫурт Ҫырми ялӗнчен куҫса килнӗ Тренкки (Терентий) ятлӑ ҫын пуҫласа янӑ. Ял 18 ӗмӗр вӗҫнелле кӑна пуҫланса кайнӑ. Унпа юнашар Явӑш ятлӑ ҫын килсе ларнӑ. Пурӑна киле икӗ ял пӗрлешсе кайнӑ та хальхи Тренкасси пулса тӑнӑ.
Тренкки (Терентий) – вырӑс ячӗ, апла пулсан ял чӑвашсене тӗне кӗртсен кӑна пуҫланса кайма пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ял ҫӗрӗ ҫинче тӗне кӗмен чӑваш ячӗсем те нумай тӗл пулаҫҫӗ, Охлеван ҫырми, Шорку ҫырми, Пайтук е Пайтула ҫӑлӗ... Ҫакӑ вара
Тренкасси ялӗ чӑвашсене 18 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче вӑйпа тӗне кӗртме пуҫланӑ вӑхӑтра пӑна никӗсленнине кӑтартса парать. Вӑл вӑхӑтра тӗне кӗрекен чӑвашсене ҫӑмӑллӑхсем панӑ пулнӑ. Тӗне кӗрекенсене ҫу чӑвашсенчен уйӑрса урӑх ҫӗрте ҫӗр касса пани те пулнӑ. Ахӑртнех ҫав Тренкки те тӗне кӗнӗ сӑлтавпа витӗнсе
Йӗршшу ҫумӗнчи пулӑхлӑ ҫӗрсене ҫавӑрса илме ӑс ҫитернӗ пулмалла.
Авалхи документсенче Тренкасси ялне тӗрлӗ ятсемпе ҫырса хӑварнӑ,
Хыркасси,
Чӑрӑшкасси,
Явӑш тенисем тӗл пулаҫҫӗ. Анӑ, тӗслӗхрен, 1859 ҫулхи перепись материалӗсенче
Шемшер вулӑсӗнче,
Йӗршшу ҫумӗнче,
Явӑш («Яушева при рч. Рыкше»; 66 хуҫалӑх, 208 арҫын, 228 хӗр-арӑм) ятлӑ ял пур, Тренкасси ҫук; 1897 ҫулхи перепись материалӗсенче вара Тренкасси (Трень-Касы) пур, Явӑш ҫук. Халӑх ахаль халапламасть иккен, халапсенче тӗл пулакан хыпар-хӑнара, лайӑх шырасан, авалхи документсенче те тупма пулать иккен. Ҫаксене шута илсен, Тренкасси ял ятне пӗр иккӗленмесӗрех «Трен(кки) ятлӑ ҫын никӗсленӗ касӑ» тесе ӑнлантармалла.
Кас(ӑ) сӑмах пӗлтерӗшӗ еплерех аталанса пынине ӑнланса илсе тесен, чӑвашсем пер 100–150 ҫул ӗлӗкрех мӗнле пурӑннине аса илмелле. Ӗлӗкрен пирӗн халӑх «пысӑк йышпа» пурӑннӑ, ун чухне хальхи пек пӗчӗк ҫемьесем пулман. Виҫӗ-тӑватӑ ӑру пӗрле пӗр хуҫалӑх тытнӑ. «Пысӑк йышра» («большая патриархальная семья») 50–60 ҫын таранах пулнӑ. Мӗн пур хуҫалӑх ӗҫӗсене вӗсем пӗрле туса тӑнӑ, мулпа пӗрле усӑ курнӑ. Ҫакнашкал пысӑк йыша касӑ тенӗ. Мал ен чӑвашсем пысӑк йыша картиш (карта йышӗ) тенӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем ака-суха ҫӗрӗсем тавралла карта тытса ҫавӑрнӑ пулнӑ. Унашкал картана пусӑ карти тенӗ. Карта ӑшӗнче темиҫе пурӑнмалли пӳрт, кӗлет-хуралт, ытти карта-хура таврашӗ ларнӑ. Темиҫе «картиш» пӗрле пӗр ял пулнӑ. Ялсем ун чухне сапаланчӑк ларнӑ, урам йӗрки пулман. Куславкка – Вӑрмар тӑрӑхӗнчи хӑш-пӗр ялсенче урамсене е ял пайӗсене халӗ те картиш теҫҫӗ. Пирӗн ялта, сӑмахран, Малти картиш, Ҫырма картиш ятлӑ урам ячӗсем сыхланса юлнӑ. Ял тавра карта тытса ҫаврӑнас йӑла та авалтан упранса юлнӑ, пусӑ картисӗр ялсем пирки эпӗ астӑвасса та куларах калаҫатчӗҫ, «Город Ямбай без пус карти» тени халӗ те асрах-ха.
Элӗк,
Муркаш,
Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗсенче пурӑнакан
чӑвашсем касӑсене «ошкӑн» тенӗ. Ку кӗтесре халӗ те
Тракошкӑнь,
Хитекошкӑнь,
Опукошкӑнь,
Ваньккошкӑнь,
Элешкошкӑнь,
Прашкошкӑнь,
Павлошкӑнь,
Еккӗмошкӑнь йышши ял ячӗсем тӑтӑш тӗл пулаҫҫӗ.
Пирӗн касӑ вырӑнне марисем пылак сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ, ӑна вӗсем тутар чӗлхинчен илнӗ. Мари элӗнче (чӑвашла тӗрӗссипе «Мари элӗ» темелле, анчах эпир темшӗн «Мари Эл» тесе ҫармӑсла ҫыратпӑр; чӑваш чӗлхи кун пек чухне виҫҫӗмӗш сӑпат формипе усӑ курать) Апшакпылак (чӑвашла Тимӗрҫкасси пулать) Юмбылак (вырӑсла Иванбеляк, чӑвашла Йӑванкасси) йышши ял ячӗсем нумай тӗл пулаҫҫӗ. Тутар чӗлхинче бӳлек сӑмах пур, вӑл та бӳл- (чӑвашла пӳл-) «пайла, уйӑр» глаголтан пулса кайнӑскер, пӗр-пӗр япалан пӗчӗкрех пайне пӗлтерет. Тутарсем тата парнене те бӳлек – «пай» теҫҫӗ, ку сӑмах анатри чӑвашсен калаҫӑвӗнче тӗл пулать, вӗсем туй кучченеҫне пӳлек теҫҫӗ. Ҫапла вара, мари ялӗсен ячӗсенче тӗл пулакан пылак сӑмах чӑваш чӗлхинчи касӑ сӑмахпа пӗр пӗлтерӗшлӗ пулни витӗр курӑнса каять...
Яккусен Петӗрӗ пӗрре, «Кашни сӑмах – чӑн-чӑн юмах», – тенӗччӗ. Манӑн, «Кашни сӑмах – ҫӗр пин юмах» – теессӗм килсе кайрӗ. Курма-илтме пӗлсен – кашни сӑмах халӑхӑмӑрӑн ҫӗр пин ҫулхи историне каласа парать. Анчах курма-илтме пӗлменни касать!
Пирӗн ачасем халь темӗн те пӗлеҫҫӗ. Шумерсемпе аккадсен историне те... Америка индеецӗсен пурнӑҫне те... Уйӑх леш майӗнчи «тинӗссен» ячӗсене те...
Атте-анне чӗлхине кӑна пӗлмеҫҫӗ... Тӑван ял ятне пӗлмеҫҫӗ... Атте, анне теме те манса пыраҫҫӗ... Кампа калаҫан – «паппӑ» та «мамӑ»...
Мӗншӗн пӗлмеҫҫӗ...
Вӗрентместпӗр!..
Мӗншӗн вӗрентместпӗр...
Кирлӗ мар!..
Чӑваша чӑваш чӗлхи кирлӗ мар!..
Ӑҫтан кирлӗ пултӑр!.. Шӑкӑрин чӑваш пурӑнакан ялта та пӗр чӑваш сӑмахӗ тупма ҫук пулсан... Лавккана кӗрсе пӑх – пур тавар ятне те, хакне те вырӑсла ҫырса хунӑ, «Мясӑ кавятинӑ», «Мясӑ ҫвининӑ»... Ҫаплах ҫырнӑ, суймастӑп!
Культура керменне пырса кур, «Добро пожаловать!» Такама «жаловать» тӑвайман курӑнать те, вара вӑл алӑк урлӑ хурапа, «Пошшол на...!» тесе лаплаттарса хунӑ. Шала кӗрсен те пӗр чӑваш сӑмахӗ, пӗр чӑваш хаҫачӗ кураймӑн... Ҫамрӑксем мӗн хӑтланаҫ-ха тесе, каҫхине «дискотека» кӗрсе куртӑм. Чул кермен тӳнсе каясла «Перед тобой стою я голая!..» янраса тӑрать. Унта мӗн ташлани ҫинчен ҫырма та намӑс...
Тепӗр кун шкула кӗрсе куртӑм. Кунта та – «Добро пожаловать!» тенинчен пуҫласа «Уголок знаний» таран – йӑлт вырӑсла! Тата – акӑлчанла кӑларнӑ пӗр стена хаҫачӗ пур. Анчах ниҫта та пӗр чӑваш сӑмахӗ те ҫук.
Шӑнкӑрав пулчӗ. Ачасем коридора тухрӗҫ. Вырӑсла калаҫаҫҫӗ... Ку юрӗ-ха. Хӗрсем хутлӑ-хутлӑ сӑмахсемпе «вырӑсла» ҫаптараҫҫӗ кӑна! Ют ҫын, ватӑ ҫын пурри те ним те мар вӗсене...
Пур шкулта та темӗп те, нумайӑшӗнче чӑваш чӗлхипе литературине шӑпӑр шӑтӑкне хӗстерсе хунӑ. Ҫул хӗрринчи ясмӑк пек пурӑнать чӑваш шкулӗнче чӑваш чӗлхи – кам ӳркенмест, ҫав кӗрсе таптать. «Чувашски учитӗлне» кашни пырса сӑхма тӑрӑшать, кашни унӑн сехечӗсене туртса илесшӗн. Мӗн вӗрентни ӗнтӗ ҫакнашкал лару-тӑрура...
Кирек хӑш предмета ил – пуринпе те тем тӗрлӗ литература та пурхаль, методика кӑтартӑвӗсем, справочниксем, словарьсем... Ачасене хӑйсем тӗллӗн вуласа аталанма пулӑшакан кӑсӑк кӗнекесем...
Чӑваш чӗлхипе те, чӑваш литературипе те – пӗртен пӗр вӗренӳ (е вӗрентӳ) кӗнекинчен пуҫне ним те ҫук! Кӗнекисене тата, ах тур! кичем чӗлхепе ҫырнӑ! Ача мар, эпӗ хам та вуласа тухма хал ҫитерейместӗп...
Нумаях пулмасть пӗр районта культура ӗҫченӗсен семинарӗнче пулса куртӑм. Районӗнче пӗр чӑваш ялӗ те ҫук. Пурте вырӑсла калаҫрӗҫ. Чӑвашла калаҫма тытӑнтӑм та – ман ҫине пурте чӑрр! пӑхрӗҫ. Упӑта ҫине пӑхнӑ пек... Ҫапла вырӑсла калаҫса ҫӗклетпӗр иккен-ха чӑваш культурине. Кампа ӗҫлетпӗр... Камшӑн ӗҫлетпӗр... Мӗн ӗҫлетпӗр... Пӗр Турӑ ҫеҫ пӗлет. Е шуйттанӗ-и...
Мухтанма мухтанчӗҫ вара. Ялтан килнисем районти пуҫлӑхсене мухтарӗҫ. Пуҫлӑхсем — ялта ӗҫлекенсене... Парнесем те пачӗҫ... Пысӑках мар — ӗҫне кура... Мухтанма вӗренсе ҫитрӗмӗр-ха. Анчах мухтанмалли нимӗн те ҫук-ҫке. Аркӑ татса ҫанӑ сапласа кӑна пурӑнкалатпӑр вӗт...
Театрсем пур — драматурги ҫук... Юрлакан «ҫӑлтӑрсен» шучӗ те ҫук — юрламашкӑн юрри ҫук... Писательсен шучӗ виҫҫӗре капашать теҫҫӗ — вуламашкӑн кӗнеке ҫук... Кандидатсен шучӗ ҫук — учебник ҫырма ҫын тупаймастпӑр... Пурӑнатпӑр ӗмӗр-ӗмӗр — паян та чӑваш чӗлхин тулли грамматики ҫук. Юлашки хут чӑвашла-вырӑсла словарь 1982 ҫулта, вырӑсла-чӑвашли — 1971 ҫулта пухнӑ...
Вӑл ҫук та ку ҫук... Вӗҫнех ҫитрӗмӗр пулмалла... Капла пурӑнма юрамасть. Ӗҫ-пуҫ малашне те каплах пырсан, республикӑмӑрта кӗҫех пӗр чӑваш та юлмасть. Малашне чӑваш курма Тутара е Пушкӑрта кайма тивӗ...
Мӗн тумалла...
«
Как быть, Каринкке. Епле тӑвас, Емелкке. Ҫапла тӑвас, Ҫаманкка!» — тенипе ҫеҫ ку шурлӑхран тухса пӗтме ҫук. Халӑхӑмӑр шутсӑр тарӑн авӑра кӗрсе ӳкрӗ. Ӑна ҫӑлас тесен, тӗплӗн шутласа тунӑ, Патшалӑх шайӗнче ҫирӗплетнӗ нумай ҫуллӑх стратегипе тактика планӗ кирлӗ. Кунашкал плана йӗркелеме пӗтӗм чӑваш интеллигенцийӗн вӑйне пӗр ҫӗре пухмалла, ӑна пурнӑҫлама республикӑмӑрӑн экономика потенциалӗн самаях пысӑк пайне уйӑрмалла.
Шутласа ларатӑп та — В.В. Путин
Тренкасси ачисене ҫак ыйтӑва ытахальтен памарӗ пуль тетӗп. Ыйтӑвӗ, пӗр енчен, ансат пек туйӑнать те, тепӗр енчен — шутсӑр кӑткӑс. Тренкасси ачи Раҫҫей Президентне панӑ кӗске хуравра республикӑмӑрти ҫутӗҫ, культура тата наци политики тавралла тӑвӑлса ҫитнӗ чӑкраш ыйтусем тӗкӗр ҫинчи пек ҫуталса кайрӗҫ. Ӑслӑ ҫынна пӗр сӑмах та ҫитет тенӗ. В.В. Путин та, Н.В. Федоров та ҫак проблемӑсене туйса илни тӳрех курӑнать. Пирӗн Президентӑмӑр республикӑри культура лару-тӑрӑвне тӗпрен лайӑхлатмалли ҫулсене те палӑртрӗ.
Нумай та вӑхӑт иртмерӗ,
Н.В. Федоров «Чӑваш Республикинче ялти культура учрежденийӗсене аталанатарас енӗпе пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указ кӑларчӗ. Такҫантанпа кӗтнӗ, вӑхӑтлӑ та вырӑнлӑ документ. Ҫакӑ чӑваш халӑхӗн культура шайне малалла кал-кал аталантарма майсем туса пачӗ. Халӑх ӑна «этем чунне сиплемелли Эмел» тесе хакларӗ.
Чӑваш чунӗ ялта кӑна пурӑнать. Ялта кӑна чӑвашран чӑваш ҫуралса ӳсет. Анчах та, наци культури ҫине ку таранччен тӳртӗн пӑхнине пула, пирӗн ҫамрӑксем чӑвашлӑхран писсе пычӗҫ. Тулашӗнчен «вырӑсланкаларӗ» пуль те-ха пирӗн ҫамрӑк ӑру, анчах чунӗпе чӑвашах пулса юлчӗ вӑл. «Эп ни вырӑс, ни чӑваш, хама хам незнайски» ҫын вара маргинала тухать, унталла-кунталла сулкаланма тытӑнать, ҫавах ниҫта та хӑй вырӑнне тупаймасть. «Мӗскӗнлӗх чирӗ» (синдром неполноценности) текенни ӑна ниҫта та канӑҫлӑх памасть. Ялта пурӑнма — «чӑваш мар» ӗнтӗ вӑл, хулара пурӑнма — «вырӑс мар». «Ҫитмен турта пуҫсемпе» «хуҫман ҫӑпата пуҫсем» вара ирӗксӗрех пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗн айккине тӑрса юлаҫҫӗ, преступлени ҫулӗ ҫине тӑраҫҫӗ... Хӑрушӑ япала вӑл — «мӗскӗнлӗх чирӗ». Миҫе пин ҫамрӑкӑн пурнӑҫне аркатрӗ пуль вӑл — ӑна никам та шутламан, тӗпчемен...
«Мӗскӗнлӗх чирӗн» тата тепӗр хӑрушӑ енӗ пур. Вӑл халӑхсен хушшинчи черченкӗ ҫураҫулӑха (толерантлӑха) аркатма пултарать. Хӑй чӑваш пулса ҫуралнӑшӑн пӑшӑрханакан ҫамрӑк ытти халӑх ҫине сиввӗн пӑхма тытӑнать... Тӗслӗх шырама аякка кайма кирлӗ мар. Кӑнтӑр енчи пӗр районта чӑвашла калаҫмасан — тытаҫҫӗ те хӗнеҫҫӗ... Малалла ӑҫта ҫитме пултарӑпӑр — ӑна калама та кирлӗ мар. Турӑ кӑна сыхлатӑр пире вӑл инкекрен!
Халӑх культурине, чи малтанах — ял культурине ҫӗклес тесен, пурлӑх никӗсне вӑйлатни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Кунта пӗрремӗш вырӑнта кадр политики пулмалла. Чун кирлӗ, чун! Чӑвашпа чӑваш чӑвашла калаҫнӑ чух кӑна халӑх культурине, уйрӑмах ял культурине ҫӗклеме пулать.
Такҫан ялти клубра ӗҫленӗ эпӗ. Унтанпа 40 ҫул та иртрӗ ӗнтӗ. Клубра, ял хушшинче, йӗтӗм ҫинчи «Хӗрлӗ кӗтесри» «курӑнакан агитацине» (ҫапла калатчӗҫ ун чухне) йӑлт чӑвашлатрӑм. Никам та вӑрҫмарӗ, ятламарӗ... Халӑх вара... Халӑх кӑмӑлӗ йӑлт улшӑнчӗ. Эпӗ ӗҫлеме пуҫланӑ тӗле клуб йӑлт юхӑнса кайнӑччӗ, чӳречисене те ҫӗмӗрсе пӗтернӗччӗ. Ҫулталӑкран клуб алӑкӗ ҫине ҫӑра ҫакма та кирлӗ марччӗ. Ватас-ҫӗмӗрес шухӑш асра та юлмарӗ, ҫамрӑксем кам мӗнле пултарать — пулӑшма тытӑнчӗҫ... Бригадир савӑнса пӗтереймест. Йӗтӗм ҫине халӑх йӑтӑнса тухма пуҫларӗ, ӗҫ тупса ҫитерме ҫук... «Кунта килсен чун канса каять», — тетчӗҫ ватӑрах ҫынсем... Пур халӑхпа кар тӑрса пӗчӗк парк турӑмӑр, унта вӑрҫӑра вилнисене асӑнса палӑк лартрӑмӑр... Халь те «Клуб Коли» теҫҫӗ мана унта кайсан...
Чӑваш шутсӑр кӑмӑллӑ ҫын вӗт вӑл. Чунтан виҫӗ сӗмах ларса калаҫ та унпа — тем те туса парать вӑл сана. Чӑвашла, чуна уҫса калаҫ кӑна!..
Пурлӑх мар, ӑс-хакӑл мулӗ, чун-чӗре пуянлӑхӗ тӗпелте пулмалла! Вара ытти хӑех хушӑнса пырать. Ӑс-хакӑл пуянлӑхӗ вӑл — шутсӑр вӑйлӑ хӑват! Ҫакна ӑнланса илмелле пирӗн.
Халӑх культури вӑл чи малтан чӗлхе ҫинче никӗсленсе тӑрать.
Чӗлхе пур чухне — халӑх пур, халӑх пур чухне — Ҫӗршыв пур, Ҫӗршыв пур чухне — патшалӑх пур, патшалӑх пур чухне — патша пур!
Паян пирӗн интеллигенци умне — ялти учительрен пуҫласа Президент таранах — калама ҫук пысӑк проблема — тӑван чӗлхе шӑпи, наци културин пуласлӑхӗ, халӑхӑмӑрӑн малашнехи кун-ҫулӗ — тухса тӑчӗ. Ҫак йывӑр проблемӑна ӑнӑҫлӑ татса пама нимрен малтан ҫичӗ хут виҫсе тунӑ Патшалӑх наци политики кирлӗ. «Наци» тенине кунта «чӑваш» тесе кӑна ӑнланмалла мар. Патшалӑх умӗнче пур халӑх та тан пулмалла. Республикӑмӑрта пурӑнакан вырӑссен, тутарсен, ирҫесен тата ытти халӑхсен те культура лару-тӑрӑвӗ пиртен ҫӑмӑлах мар.
Халӑхӑмӑрӑн малашнехи шӑпипе ҫыхӑннӑ кӑткӑс та йывӑр ыйтусем Чӑваш наци конгресӗн ҫитес пухӑвӗнче тӗп вырӑнта пуласса шанас килет. Вуншар ҫул хушши капланса пынӑ чӑкраш ыйтусен уҫӑмлӑхне халӑхпа пӗрле канашласа кӑна тупма пулать.
Халӑх шӑпишӗн истори умӗнче никамран малтан патшалӑх пуҫӗнче тӑракансем тата наци интеллигеницийӗ яваплӑ. Президентӑмӑр умӗнче ҫӗр тӗрлӗ проблема тӑрать, пур ӗҫе те вӑл пӗччен туса ҫитереймӗ. Ӑна пур ӗҫре те наци интеллигенцийӗ пулӑшса пыма тивӗҫ. Аслӑ вӗрентекенӗмӗр
И.Я. Яковлев Халалне асра тытса, чӑваш чӗлхи ячӗпе пӗр пулса, Президентӑмӑр тавра пӗрлешер те халӑхӑмӑр умӗнчи парӑмӑрсене татма тытӑнар!
Н.И. Егоров